Педсовет пулчĕ

Паян шкулта педсовет иртрĕ. Ку йĕркинче шкул хумхантаракан чи кирлĕ ыйтусем тăчĕç. Вăл шутра Патшалăхăн тĕп экзаменне (ОГЭ) пама ачасене хатĕрлесси, ачасен сывлăхне упрасси тата шкулта апатлантарасси, ачасен çуллахи канăвне йĕркелесси, уйрăм ачасене хăш-пĕр предметсемпе уйрăм пулăшу парасси çинчен ыйтусем пулчĕç. Пур енĕпе те педсовет кирлĕ ĕçсем тума, шкул планĕсене тивĕçлĕ улшăнусем кĕртме палăртрĕ.