Аттестат илчĕç

Тăххăрмĕшсем экзаменсем тытнă хыççăн алла аттестат илчĕç. Вĕсем пĕтĕмпе виççĕн кăçал. Çавăнпа та кăçал уявĕ те пысăк мар, анчах та аса юлмалла пулчĕ. Шкул пĕтерекенсене саламлама халăх йышлă пухăнчĕ. Сăвă-юрă шкулта нумайччен кĕрлерĕ.