Паян шкула йышăнас ыйтупа пирĕн патăрта сумлă комисси ĕçлерĕ. Çу каçипе хатĕрленĕ коридорсене, классене, столовăя, спорт залĕпе стадиона, ача панчине тĕплĕн тĕрĕслерĕç, шкул хатĕр пулнине çирĕплетсе акт çырĕç.
Каĕалхи вĕренÿ çулне шкула хатĕрлеме "Эстет" тата "ЗИТ" предприятисем питĕ пысăк пулăшу панине уйрăммăн асăнса хăварамалла. Пысăк тав вĕсене!