Педсовет иртрĕ

Паян шкулта çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн йăлана кĕнĕ педсовет пулса иртрĕ. Унта шкулăн вĕренÿ планне йышăнчĕç, ĕç программисене çирĕплетрĕç. Вĕренÿ çулне пуçлас, шкул столовăйне ĕçлеттерсе ярас ыйтусене пăхса тухрĕç.