Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ

Паян шкулта "Пĕлÿ кунне" халалланă хаваслă линейка пулчĕ. Унта ашшĕ-амăшĕсĕр, вĕрентекенсемсĕр пуçне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. И. Николаев, Çĕрпÿ район администрацийĕн вĕренÿпе социаллă пай пуçлăхĕ А. В. Волчкова, Çĕрпÿ район администраци пуçлăхĕн представителĕ С. Г. Ижутов, Çĕрпÿри тырă йышăнакан предприятийĕн тĕп бухгалтерĕ О. Н. Павлова тухса калаçрĕç. Ачасене тата пĕрремĕш класа пуçласа килекенсене ăшшăн салмларĕç, парнесем пачĕç.