Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче шкулта ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ пулчĕ. Пухăннисем умĕнче шкул директорĕ тухса калаçрĕ. Вăл паянхи кунхи çĕнĕлĕхсем, вĕренÿ çулĕн уйрăмлăхĕсем çинчен каласа пачĕ. Шкул столовăйĕн ĕçĕ, ача-пăчана ятарлă тумсемпе тивĕçтерес, çул хăрушсăрлăхне пăхăнас ыйтусем тавра та сăмах пычĕ.
Пухăва çавăн пекех ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. И. Николаев хутшăнчĕ. Вăл шкула тата ял тăрăхне кĕтекен улшăнусемпе паллаштарчĕ.
Шкул ачисем пухăннисене "Халăхсен туслăхĕ" эрнене халалланă пĕчĕк концертпа савăнтарчĕç.