Шкул 30 çула паллă тăвĕ

Чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче шкул 30 çулхи çуралнă кунне паллă тума хатĕрленет. Михайловкăри вăтам шкула 1986 çулта уçнă. Паянхи кун тĕлне пирĕн шкултан 700 ытла ача вĕренсе тухнă. Тĕрлĕ вăхăтра шкулта çĕре яхăн учитель ĕçленĕ. Пĕтĕмпе виçĕ директор ертсе пынă. Паянхи кун шкулта 98 ача ăс пухать.