Амăшĕн кунĕ

Шăматкун шкулта Амăшĕн кунне уявланă. Амăшĕсене уяв ячĕпе саламлама шкул ачисем те, ялти культура çурчĕн "Çеçпĕл" фольклор ансамлĕ те хутшăннă. Пухăннисем умĕнче шкул директорĕ сăмах тухса каларĕ, уяв кунĕпе саламларĕ.

Пĕчĕк концерт хыççăн классенче ачасемпе амăшĕсем пĕрле пухăнса уява малалла тăсрĕç, чей ĕçрĕç, вĕренÿпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.