Çĕнĕ çул уявĕ

Шкулта ĕнер кунĕпех çĕнĕ çул елкисем кĕрлерĕç. Чăн малтан уява шкул çумĕнчи ача панчин чи кĕçĕн ушкăнĕ пуçларĕ. Вĕсемшĕн кăçалхи Хĕл мучи чи лайăххисенчен пĕри пулчĕ. Юр пикепе иккĕшĕ ачасене тутлă кучченеçсемпе савăнтарчĕç, елка тавра юрăсем юрласа çаврăнчĕç, ташă ташларĕç. Вĕсем хыççăн чăрăш патне ача панчин аслă ушкăнне çÿрекенсем тухрĕç. Савăнăçлă вăйăсем чылайччен шавларĕ кунта. Кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем валли аслăраххисем çĕнĕ çул юмахĕ лартса пачĕç. Чăрăш айне асамлă юмахсенчи тĕрлĕ сăнарсем тухса ачасемпе пĕрле хаваслăн савăнчĕç.

Елкăсем вĕçленнĕ хыççăн шкул ачисем Михайловкăри Культура керменне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăнчĕç.

Каç енне вара шкулта аслă классенче вĕренекенсем валли Çĕнĕ çул дискотеки пулчĕ.