Уяв иртрĕ

Паян, пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче, шкул карантинта пулнă пирки кая хăварнă мероприятисем пулчĕç: шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕсем хăйсен ашшĕ-амăшне Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен тата Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕсемпе саламларĕç. Кая юлнă уяв саламĕ пурпĕрех кăмăллă пулчĕ.