Ёлкăна хатĕрленетпĕр

Кăçал ёлкăсем раштавăн 27-мĕшĕнче пулаççĕ. Савăнăçлă уява хатĕрленес ĕç пуçланнă ĕнтĕ. Ĕнер шкул фойине "симĕс хăна" килсе вырнаçрĕ. Ачасем унăн айĕнче уяв сценарине хатĕрлеме пуçларĕç. Ыран ăна илемлетме тытăнатпăр.