Яланхи пекех кăçал та шкулта пĕтĕмпе тăватă ёлка пулса иртрĕ. Раштавăн 27-мĕшĕнче йĕркеленĕ уява малтан чи пĕчĕккисем - 2-4 çулхи ачасем пуçларĕç. Вĕсемшĕн ку чи асамлă пулăм пулчĕ. Вĕсем хыççăнах 4-7 çулхисен те савăнăçлă самант пуçăнчĕ.
Кăнтăр тĕлнелле уяв пĕтĕмпех шкул фойине куçрĕ. Кунта аслă класра вĕренекенсем пĕчĕкреххисем валли савăнăçлă, юрăллă-ташăллă курав йĕркелерĕç. Уяв кунĕ дискотекăпа вĕçленчĕ.