Тĕрĕслев ĕçĕ

Паян, юпан 31-мĕшĕнче, 6-мĕш классен шкул директорĕ ирттернĕ тĕрĕслев ĕçĕ пулнă. Ку тĕрĕслев ĕçне математикăпа йĕркеленĕ. Тĕллевĕ - ачасен чăн-чăн пĕлÿ шайĕ мĕнле пулнине пĕлесси тата унăн результачĕсем тăрăх вĕренÿ шайне ÿстересси. Кун пек тĕрĕслев ĕçĕсем ытти классенче те, ытти предметсемпе те пулĕç. Тĕрĕслев итогĕсене кĕрхи педсоветра пăхса тухма палăртнă.