Тӗнчери халăхсен тăван чӗлхе кунне халалланă чăваш чӗлхи эрни Михайловка шкулӗнче «Чӗвӗлти чӗкеҫ - 2019» вӑйӑ конкурсран пуҫланчӗ темелле. Ку конкурса 5-9-мӗш классенче вӗренекен чăваш чӗлхипе кăсăкланакан ачасем хутшăнчӗҫ. Вӗсем, ытти ҫулсемпе танлаштарсан, вӑйӑ ыйтӑвӗсем ҫине килте (нарӑс уйӑхӗн 8-10-мӗшӗсенче) хуравларӗҫ. Кăҫал ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен, аслашшӗ-асламӑшӗнчен, кукамӑш-кукашшӗнчен пулӑшу ыйтма, кирлӗ информацие Интернетра, словарь-справочникра шырама май пулчӗ.
Ҫак конкурс ачасен тавра курӑмне аталантарма пулӑшать, чӑваш чӗлхин вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашма май парать, тӑван чӗлхене хисеплеме, унӑн илемлӗхне туйса илме хӑнӑхтарать.
Кӑҫалхи вăйă йӗрки кӑштах урӑхларах пулчӗ. Вӑтӑр ыйтуран вуннӑшӗ тӑван ен историйӗпе тата культурипе пулчӗҫ.
Ку конкурс ашшӗ-амӑшӗпе шкул хушшинчи ҫыхӑнӑва вӑйлатать. Ыйтусене ачисемпе пӗрле хуравлани ашшӗ-амӑшне тавракурӑма пуянлатма та, ывӑлӗ-хӗрӗсемпе хӑйсем хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме те пулӑшать.
Ачасем ашшӗ-амăшӗсемпе пӗрле тăрăшса ӗҫлени харама каймасса, ҫӗнтерӱҫӗсен йышӗнче пирӗн шкул ачисем те пуласса шанатпăр.