Нарăс уйăхӗн 15-мӗшӗнче Михайловка тӗп шкулӗнче юмах каҫӗ иртрӗ. Ҫак уява 1-9-мӗш классенче вӗренекенсем пурте хастар хутшăнчӗҫ. Вӗсем хăйсене кăмăла кайнă чăваш тата вырăс халăх юмахӗсене выляса пачӗҫ. Юмахсем курма пуҫличчен ачасем «Эсир юмахсене ас тăватăр-и?» ятпа иртнӗ викторина ыйтăвӗсем ҫине хуравларӗҫ. Юмах каҫӗ вӗренекенсене те, вӗсене вӗрентекенӗсене те кăмăла кайни палăрчӗ.