Тӗнчери халăхсен тăван чӗлхе кунне халалланă класс сехечӗсем иртрӗҫ

Нарăс уйăхӗн 14-мӗшӗнче пирӗн шкулта Тӗнчери халăхсен тăван чӗлхе кунне халалланă класс сехечӗсем иртрӗҫ. Кӗҫӗн класра вӗренекенсем те, аслăраххисем те тăван чӗлхе кунне уявлама пуҫланин кӗске историйӗпе, ăна мӗншӗн ятарласа паллă тума пуҫланин сăлтавӗсемпе паллашрӗҫ. Ачасене ҫавăн пекех чăваш чӗлхи шăпи, унăн малашлăхӗ кăсăклантарни сисӗнчӗ.

Фотогалерея