Чăваш çамрăкĕсен форумĕ

2019 çулхи нарăс  уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче «Хавал» чăваш пуçару ушкăнĕ, Чăваш республикин вĕренӳпе çамрăксен политикин министерстви, «Хыпар» издательство çурчĕ тата "Язык для Успеха" ют чӗлхе шкулӗ регионсен шайĕнче Чăваш çамрăкĕсен форумне ирттерчӗҫ. Пирӗн шкулти 9-мӗш класра вӗренекен пултаруллă хӗрсем Диана Николаевăпа Даша Кузьмина  та ҫав форумра  пулса курчӗҫ.  Вӗсене хамăр ентеш – Мальвина Петрова тележурналист «Чăваш наци телевиденийӗ» тата Алексей Московский юрăҫ «Юрă мӗнле ҫуралать? Юрă тăвакан цех» ятпа ирттернӗ мастер классем ҫав тери кăмăла кайни пирки пӗлтерчӗҫ. Тӗрлӗ сферăра ӗҫлекен ҫамăксем харпăр хăй ӗҫӗ пирки чăвашла тӗлӗнмелле кăсăклă каласа пани тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ хӗрсене. Пурнăҫӗнчи чи  пӗрремӗш  форум нумайлăха асра юласси пирки  палăртрӗҫ тăххăрмӗшсем.

 

Фотогалерея