Тĕнче уçлăхĕнче пурин те пулса курас ĕмĕт пур. Кашни каç çӳл тӳпене пăхса асамлă тĕнче çинчен шухăшлатпăр.
Пиллӗкмӗшсен вара класра ларсах ӗмӗчӗ пурнăҫа кӗчӗ теме майӗ пур. Вӗсем нарăс уйăхӗн 18-мӗшӗнче „Тĕнче уçлăхӗнче те тăван чӗлхепе пӗрле” ятлă ҫул ҫӱревре пулчӗҫ. Ачасем „асамлă караппа” тĕнче уçлăхне „ҫитсе курчӗҫ”. Вĕçевре вӗренекенсем Хӗвел системинчи тĕрлĕ планетăсемпе паллашрӗҫ, вĕсем çинче чарăнса тăчӗҫ. Кашни чарăнурах ҫамрăк ҫул ҫӱревҫӗсен тĕрлĕрен ыйту çине хуравламалла, кăсăклă ӗҫсене пурнăҫламалла пулчӗ. Ҫăлтăрсемпе пуҫласа чăвашла калаҫнă ентешӗмӗр – Андриян Григорьевич Николаев космонавт пирки те аса илчӗҫ пиллӗкмӗш класра вӗренекенсем.