Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 3-мӗш класра «Тăван ҫӗр-шыв, ҫуралнă ҫӗр-шыв» ятлă уҫӑ урок иртрӗ.
«Мӗн-ши вăл Тăван ҫӗр-шыв?
Аякра-ши, ҫывăх-ши?
Аякра та, ҫывӑх та.
Каласа парам, тӑхта», –
текен сăвă йӗркисемпе пуҫларӗ ăна Рыбкина Елена Владимировна вӗрентекен. Урок тăршшӗпех ачасене Тăван çĕр-шыв вăл – тăван ял, урам, тăван шкул, тăван тавралăх, пурăнакан кил-ҫурт, юратнă ҫемье, асран кайми атте-анне, ҫывăх тăвансем, тус-юлташсем пулнине ăнлантарма тăрăшрӗ.
Виҫҫӗмӗшсем вӗрентекене тимлӗ итлерӗҫ, вăл тума сӗннӗ ӗҫсене тӑрӑшса пурнӑҫларӗҫ. Тăван çĕр-шывран илемли, пуянни, хакли нимĕн те çуккине ăнланса илчӗҫ вӗсем.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Михайловская основная общеобразовательная школа им. А.А. Александрова" Цивильского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих