«Айтăр вăйă выляр-и?» ятпа иртрӗ 6-7 классем хушшинчи тупăшу.
Ачасем чи малтанах хăйсен ушкăнӗсене ят пачӗҫ. Вăйă вăхăтӗнче вӗсен чăваш чӗлхипе тата литературипе, тăван ен культурипе ҫыхăннă ыйтусем ҫине хуравламалла пулчӗ. Вăйă ячӗсене: „Хӗвел” кластер” , „Хушаматсем”, „Ребус ăсти”, «Эпир кунта артист мар, артистран та кая мар», «Чăваш Енĕн паллă çыннисем”, „Кала та – пӗлсе кала”, «Мăшăр туп», «Ваттисен сăмахĕсем» – маларах слайд ҫине ҫырса хунă. Ачасем хăйсене килӗшекеннисене суйласа илсе ертсе пыракан сӗнекен ӗҫсене пурнăҫларӗҫ. Кану саманчӗсенче вӗренекенсем пӗр-пӗрне пӗчӗк инсценировкăсем лартса хавхалантарчӗҫ. Тупăшура улттăмӗш классем чи пултаруллисем пулни палăрчӗ.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Михайловская основная общеобразовательная школа им. А.А. Александрова" Цивильского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих