Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш

Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче шкулта "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш" ятпа сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Унта 1-7-мĕш классем хутшăнчĕç. Жюри членĕсем кĕçĕн классенчен чи пултаруллисем çак ачасем пулнине палăртрĕç: 1-мĕш вырăн Николаева Снежана (4-мĕш класс), 2- мĕш вырăн - Кузьмина Ксения (1-мĕш класс), Ильин Артем (3-мĕш класс), 3-мĕш вырăн - Николаева Анна (2-мĕш класс), Максимов Артем (3-мĕш класс). Вăтам классенчи çĕнтерÿçĕсем: 1-мĕш вырăн - Егоров Алексей (5-мĕш класс), 2-мĕш вырăн - Григорьева Дарья (6-мĕш класс), Кузьмин Денис (5-мĕш класс), 3-мĕш вырăн - Ефимова Диана (6-мĕш класс), Данилова Мария (6-мĕш класс), Ларева Анжела (6-мĕш класс).

Вĕрентекенсем ачасене регионсем хушшинче иртекен "Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш - 2019" видеоконкурса тĕплĕнрех хатĕрленме сĕнÿсем пачĕç.