Эвакуаци ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче шкулта антитеррор тата пушар хăрушсăрлăхĕнче харпăр хăйне тытмалли йĕркене пăхăнассине хăнăхтарас тĕллевпе эвакуаци ирттернĕ. Шкултан пур ача та, ĕçлекен те палăртнă вăхăтра тухма пултарнă. Çак мероприятие ача садне çÿрекенсем те хутшăнчĕç. Кун пек эвакуацисене кашни кварталтах ирттерме палăртаççĕ. Çавăн пекех кашни классрах уçă уроксем иртрĕç.