«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» вĕренÿ акцийĕ иртрӗ

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» вĕренÿ акцийĕ иртрӗ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче вуннăмĕш хут «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» вĕренÿ акцийĕ иртрӗ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Кăçалхи акцие Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă. Вĕренÿ акцийĕ 12 сехетре пуçланчӗ.
Диктант текстне паллă çыравçă, журналист, ăсчах, педагог Константин Петров çырнисем тăрăх йĕркеленĕ. Текст чăваш чĕлхине тĕнче уçлăхне çити çĕклесе чăваш халăхĕ пирки пĕтĕм тĕнчене пĕлтернĕ Улăпăмăр, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ Шуршăл ачи – Андриян Николаев космонавт летчик çинчен.
Текст вулаканĕ тата диктант сăн-сăпачĕ – Евгений Урдюков артист, «Чĕнтĕрлĕ чаршав – 2022» конкурсăн «Чи лайăх арçын ролĕ» номинаци çĕнтерÿçи.
Çак акцие пирӗн шкул ачисемпе вӗсен вӗрентекенӗсем те хутшăнчӗҫ.