Пĕлÿ кунĕ

Паян шкулта пĕтĕм çĕршыври пекех пĕлÿ кунне  паллă турĕç. Уяв патшалăх ялавне çĕкленипе тата гимнпа уçăлчĕ. Ачасене уяв ячĕпе саламлама район администрацийĕн, Çĕрпÿ район прокуратурин представителĕсем, ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕ, вырăнти предприяти руководителĕсем, ашшĕ-амĕшĕ пуçтарăнчĕç, сăмах каларĕç. Шкул директорĕ пухăннисене кăçалхи улшăнусем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ, пурне те уяв ячĕпе саламларĕ.