«Асамлă чăваш тӗрри» курав иртет

«Асамлă чăваш тӗрри» курав иртет

Чăваш тĕрри – тӑван халăхӑн сӗм авалтан упранса ҫирӗпленнӗ ал-ӗҫ йӑли, унăн ăс-хакăлпа пуянлăхне, ĕҫченлĕхне сăнарлакан мул. Ĕмĕрсем иртеççĕ пулсан та чăваш тĕррин илемĕ паянхи кун та илĕртет. Çав иксӗлми пуянлӑха упраса хăварас тĕллевпе республикăра чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш тĕррин кунне паллă тăваççĕ.

Çак куна халалласа шкул музейӗнче «Асамлă чăваш тӗрри» ятпа курав йӗркеленӗ. Курав вăхăтӗнче ачасем уява пуҫарса янин историйӗпе, чăваш
тĕррин асамлă тĕнчипе паллашрĕç. Чăваш тĕрри-эрешĕ илемлĕ кăна мар, калама çук пуян пулнине пӗлчӗҫ, ватă асанне-кукамайсен ҫӳпҫисенче
упранса юлнă тӗрӗсене курса тӗлӗнчӗҫ, паянхи ăстасен ӗҫӗсемпе киленчӗҫ. Тĕрĕ тума пысăк чăтăмлăх, тăрăшулăх, тирпейлĕх кирлине ăнланса илчӗҫ
вӗренекенсем.

Фотогалерея