"Королевство потерянных языков" илемлӗ фильм

"Королевство потерянных языков" илемлӗ фильм

Раштав уйăхӗн юлашки эрнинче 1-9-мӗш классенче вӗренекенсем Шупашкарти "Куча-мала!" ача-пӑча пултарулӑх киностудийӗ ӳкернӗ "Королевство потерянных языков" илемлӗ фильмпа паллашрӗҫ. Юрӑ-ташӑллӑ юмахра вырӑс тата чӑваш чӗлхисен туслӑхӗ пирки  сăмах пырать.

Ку фильмра ҫамрăк актерсем куракансене чăваш чӗлхине мӗншӗн юратмалли, унăн пуянлăхне упраса хăварма тăрăшмалли  пирки хăйсен ансат чӗлхипе ăнлантарса параҫҫӗ. Тӗп геройсен калаҫӑвӗ, тыткаларӑшӗ, ҫавăн пекех тăван тăрăхри ҫут ҫанталăк илемӗ ачасене ҫав тери ҫывӑх.

«Юмах пире чăваш чӗлхипе кăсăкланма, ăна хисеплеме, унпа мăнаҫланма вӗрентет», -  тесе пӗтӗмлетрӗҫ фильма кăмăлласа пăхса ларнă вӗренекенсем.