«Хӗвел ҫулӗпе»

«Хӗвел ҫулӗпе»

И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнӗ май 8-9 классенче вӗренекенсем  аслă Вӗрентекенӗмӗр ачалăхӗпе паллаштаракан «Хӗвел ҫулӗпе» ятлă 2  сериллӗ илемлӗ телефильм пăхса киленчӗҫ. 

Фильмăн 1-мӗш серийӗ куракан патне 1998 ҫулта ҫитнӗ. Вăл Пӗтӗм тӗнчери темиҫе фестивале хутшӑннă ("Волшебный фонарь", Тюмень, "Окно в третье тысячелетие", Мускав...), пур ҫӗрте те малти вырӑна тухса хаклӑ парнесене тивӗҫнӗ.

2000 ҫулта вара фильмăн 2-мӗш серийӗ кун ҫути курнă.

Ванюшка ролӗнче - Алёша Иовлев, юмӑҫ - Галина Пескова артист, суккӑр Паххум мучи - Валериан Пайгусов.