Яковлев калавĕсемпе паллаштарчӗҫ

Яковлев калавĕсемпе паллаштарчӗҫ

Михайловка шкулӗ çумӗнчи ача садне ҫӳрекен шăпăрлансене 5-мӗш класра вӗренекен хӗр пӗрчисем И.Я.Яковлев калавĕсемпе паллаштарчӗҫ. Ачасене ӑса, сапӑрлӑха, ӗҫченлӗхе, тимлӗхе вӗрентекен калавсем килĕшрĕç. Пӗчӗкскерсем те парăмра юлмарӗҫ, вӗсем пăхмасăр вӗреннӗ пӗчӗк хайлавсене ăста каласа пама пултарнипе тӗлӗнтерчӗҫ.