Хăнара Эдисон Патмар пулчĕ

Хăнара Эдисон Патмар пулчĕ

Чăваш енӗн паллă ҫыннисемпе ҫулсеренех тӗл пулусем ирттересси Михайловка шкулӗнче йăлана кӗчӗ ӗнтӗ. Паян та, ака уйăхӗн 27-мӗшӗнче  шкул музейӗнче иртнӗ тӗл пулу кашни  ачан асӗнче юлатех пулӗ тесе шанатпăр.  Кăкăр тулли  орден-медальлӗ Эдисон  Иванович Патмар музей пӳлӗмне кӗрсе тăрсанах пӳлӗм тата вăйлăрах ҫуталса кайнăн туйăнчӗ. Чăваш ҫыравҫи, сăвăҫи, публицисчӗ, журналисчӗ, халăх сăмахлăхне пухаканӗ вӗренекенсене хăйӗн ачалăхӗпе, шкул ҫулӗсенчи кăсăклă саманчӗсемпе паллаштарчӗ, ҫар ҫынни пулнă майăн ҫӗр-шывăн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пулса курнине каласа пачӗ. Чылай чӗлхе пӗлекен ăсчах  ачасене чăваш чĕлхи тӗлӗнмелле пуян тата хăйне евӗрлӗ чӗлхе пулни пирки ăнлантарчӗ, ҫуралса ӳснӗ тăрăха, тăван халăха юратмалла, хисеплемелле терĕ. Тӗл пулу вӗҫленсен те вӗренекенсем Эдисон Ивановичран уйрăлма васкамарӗҫ, асăнмалăх сăн ӳкерттерчӗҫ, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем тавра калаҫрӗҫ.