Чăваш чӗлхи эрни вӗҫеврен пуҫланчӗ

Чăваш чӗлхи эрни вӗҫеврен пуҫланчӗ

Тĕнче уçлăхĕнче пулса курас ĕмĕт пурин те пур темелле. Кашни каç çӳл тӳпене пăхса асамлă тĕнче çинчен шухăшлатпăр.

Пирӗн шкулта ĕнер чăваш чӗлхи эрни вӗҫеврен пуҫланчӗ. Саккăрмӗш класра вӗренекен ҫамрăк космонавтсем „тĕнче уçлăхӗнче” ҫул ҫӱревре пулчӗҫ. Ачасем „асамлă караппа” тĕнче уçлăхне „ҫитсе курчӗҫ”. Вӗренекенсем Хӗвел системинчи тĕрлĕ планетăсемпе паллашрӗҫ, вĕсем çинче чарăнса тăчӗҫ. Кашни чарăнурах ҫамрăк ҫул ҫӱревҫӗсен тăван чӗлхепе ҫыхăннă тĕрлĕ ыйту çине хуравламалла, кăсăклă ӗҫсене пурнăҫламалла пулчӗ. Ҫăлтăрсемпе пуҫласа чăвашла калаҫнă ентешӗмӗр – Андриян Григорьевич Николаев пирки те, нумаях пулмасть вăл ҫуралса ӳснӗ тăрăхри космонавтика музейӗнче пулни пирки те хаваспах аса илчӗҫ саккăрмӗшсем.