Паян, нарăс уйăхӗн 3-мӗшӗнче, 9-мӗш класра вӗренекенсем Патăрьел ялӗнчи культура ҫуртӗнче вырнаҫнă музейра пулса курчӗҫ. Музей ертӳҫи – Викторова М.А. чи малтанах тăххăрмӗшсене паллă ентешӗмӗр – Ф.П.Павлов ҫинчен илӗртӳллӗн каласа пачӗ, вӗсем ун ҫинчен нумай ҫӗннине пӗлчӗҫ. Çавăн пекех ачасем ҫак тăрăхра ҫуралса ӳснӗ пултаруллă та сумлă ҫынсен ӗҫе-хӗлӗпе паллашрӗҫ.
Вӗренекенсене чăваш халăхӗн авалхи пурнăҫӗпе ҫыхăннă экспонатсем уйрăмах кăсăклантарчӗҫ. Вӗсемпе мӗнле тата ăҫта усă курни пирки ҫине-ҫинех Марина Андреевнăран ыйтса пӗлчӗҫ.
Куҫпа курнине, алăпа тытса пăхнине нимӗн те ҫитмест. Экскурси усăллă та кăмăллă иртрӗ.